Урал сасси
+18 °С
Ясно

Волонтерсен шутĕнче - 88 çулхи Клавдия Русакова

Куюргазă районĕнчи Михайловка ялĕнчи пенсионерсем ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Хастарсем тăватă çул хушши салтаксене пулăшаççĕ.

Волонтерсен шутĕнче - 88 çулхи Клавдия РусаковаВолонтерсен шутĕнче - 88 çулхи Клавдия Русакова
Волонтерсен шутĕнче - 88 çулхи Клавдия Русакова

Маскировка сечĕсем çыхас ĕçе вырăнти клубра йĕркеленĕ.

 -  Асăннă ĕçе пуçарса яраканĕ - «Чебур» хушма ятлă салтакăн мăшăрĕ Анастасия Николаева. Эпир ун йĕри-тавра пухăнсан пысăк ĕç хускалса кайрĕ. Паянхи кун маскировка сечĕсем çыхма çÿрекенсем: Галина Дашковапа Надежда Дементьева, Лидия Едруковапа Маскуда Ильясова, Набира Назаровапа Анна Семёнова, Татьяна Петровапа Инна Иванова тата эпĕ. Çавăн пекех 88 çулхи Клавдия Русакова та пĕтĕмĕшле ĕçе хăйĕн тÿпине хывать.

Маскировка сечĕсем çыхмалли материалсене туянма пенси панă кунра укçа-тенкĕ пухатпăр. Хăшĕ 500 тенкĕ парать, хăшĕ – 300 тенкĕ. Эпĕ кашни пуса шута илсе çырса пыратăп. Пирĕн салтаксене пулăшмаллах! Эпĕ «çумра юлнă ывăлшăн, мăшăршăн, пиччепе аттешĕн укçа-тенкĕ памалла, хăйсен тăван килĕсенчен, çемйисенчен аякра пулнă май тăшманпа çапăçакансене пулăшмалла» тесе шутлатăп, - тенĕ вырăнти клубăн культорганизаторĕ Галина Яковлева.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Куюргазă районĕ, Михайловка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас