+20 °С
Ясно


РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă Вадим Ринатович пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ пулса çар службине тивĕçлĕ илсе пырать. Çар заданине пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн В.Р. Ибрагимова Суворов медалĕпе наградăланă. Асăннă наградăна çар тивĕçне чыслă пурнăçлакансене çеç параççĕ.
Паянхи кун Вадим Ринатович çамрăксемшĕн паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăрать.