Урал сасси
+31 °С
Ясно

«Дантэ» çар пурнăçĕпе паллаштарнă

Çар çынни ятарлă çар операцине хутшăниччен Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнă. Фронтра БПЛА операторĕн специальноçне алла илнĕ.

«Дантэ» çар пурнăçĕпе паллаштарнă«Дантэ» çар пурнăçĕпе паллаштарнă
«Дантэ» çар пурнăçĕпе паллаштарнă

– Манăн тĕллев – çапăçусем пыракан территорисенче разведка тăвасси, уйрăм йышпа пĕрле заданине каясси, çул çинче çухалса кайма пултаракан çар çыннисене тата пытанмалли вырăнсене шыраса тупасси. Эпир яланах пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр, – ăнлантарса панă «Дантэ».
Дронсен операторĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕп задачăсен шутне тăшмана шыраса тупасси тата ăна тĕп тăвасси те кĕрет. Палăртнине пурнăçа кĕртме çапмалли коптерсемпе дрон-разведчиксем пулăшаççĕ. «Дантэ» сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн унăн взвочĕ лайăх кăтартусем тăвать, вĕсем виçĕ эрне хушши сăнанă виçĕ тăшман салтакне тĕп тунă.
– Çапăçусем пыракан вырăнсенче эпир кăнтăрлахи тата çĕрлехи «мавиксемпе» усă куратпăр. Асăннă дронсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ. Унсăр пуçне FPV-дронсем те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăвармалла, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăк, – каласа панă «Дантэ».
Пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ çумĕнче шанчăклă юлташсем пулнине палăртнă. Çар çынни командованин ĕçне те пысăк хак панă. Командирсем кашни ыйтăва пĕрле тишкерме, йăнăшсене сÿтсе явма, уйрăм ыйтусене татса пама пулăшаççĕ, пурлăхпа тата техникăпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
– Эпĕ хамăн командăпа кăмăллă. Эпир малалла, ума лартнă тĕллевсем патне утатпăр, – калаçăва вĕçленĕ çар çынни.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас