Урал сасси
+18 °С
Дождь

Пушкӑртстанри ҫар резервне 300 ҫынна кӗртӗҫ

Ҫӗршыври ҫар резервӗн регионти отрячӗн (БАРС) йышне Пушкӑртстанра 300 ҫын кӗрӗ. Кун пирки республика пуҫлӑхӗ Радий Хабиров июнь уйăхĕн 16-мӗшӗнче, Ĕпхÿре иртекен массăллă инфррмаци хатĕрĕсен пиллĕкмĕш медиафорумĕнчи «Пурте çĕнтерÿ валли» пленарлă ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Пушкӑртстанри ҫар резервне 300 ҫынна кӗртӗҫПушкӑртстанри ҫар резервне 300 ҫынна кӗртӗҫ
Пушкӑртстанри ҫар резервне 300 ҫынна кӗртӗҫ

"Эпир питӗ пысӑк мерӑсем йышӑнатпӑр.ХалӗБАРСăнреспубликатытӑмнейӗркелетпӗр, унта 300 ҫын кĕрет.Эпир хӳтӗленмехатӗрленетпӗр. Çак вăхăт тĕлне самаях «шӑртлантӑмӑр» пулсан та тӑшман кӑткӑс, тӑшман хастар. Пирӗн республика та, паллах, вĕсемшĕн мишень пулса тăрать ", — тенӗ Радий Хабиров.

Регион пуҫлӑхӗ ятарлă çар операцинче Пушкӑртстанра пурӑнакансем йышлӑн ҫапӑҫнине хушса каланӑ. Хӗсметрен 4 пин ҫын  каялла таврӑннӑ, вӗсенчен 1 пине яхӑн — аманса сусӑрланнă.

"Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене кӗтсе илесси, вӗсене мирлĕ пурнăçа хăнăхма, ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама пулӑшасси.Эпир ĕçлеме  пултаракансен 75 процентне ӗҫе вырнаҫтартăмăр.Ку та пысӑкӗҫ.Анчахчи пысӑк тӗллев — ятарлă çар операцинче ҫапӑҫакансене пулӑшассипулӗ", - палӑртнă регион пуҫлӑхӗ.

2025 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Ĕпхÿри топливӑпа энергетика комплексӗн объекчӗсене пилотсӑр вӗҫев аппарачĕсенчен сыхлама резерв ушкăнне пухма тытӑннӑ.

2026 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Ĕпхÿ мэрийӗн хулари районĕсенчи военкоматсем мобилизациллӗ ҫын резервне йĕркелени ҫинчен пĕлтернĕ. Унта контракт алă пуснисене ĕç укҫи тӳлесси, малтанхи ӗҫ вырӑнне сыхласа хăварасси  пирки çырнă. Резервистсем регион предприятийӗсене сывлӑш тапӑнӑвӗн хатӗрӗсенчен хӳтӗлемелли тата тăшманăн пилотсăр вĕçев аппарачĕсемпе кӗрешмелли мероприятисемпе пухусене вӑхӑтран-вӑхӑта хутшӑнассине палӑртнӑ. Кашни резервистӑн республикӑра йӗркеленекен "БАРС"отряда кӗме май пур. Унта кĕнисене пӗр хутчен парӑнакан тата уйӑхсерен уйăракан тӳлевсемпе тивĕçтерессине те шута илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас