Урал сасси
+18 °С
Дождь

Ĕпхÿрен ятарлă çар операцине мунча ăсатнă

Ĕпхÿ хулине тăван килне  отпуска килнĕ СВО салтакне кустăрмаллă мунча парнеленĕ. Ăна  вăл хăйĕнпе пĕрле малти линие илсе çитерĕ. Çакăн çинчен хулари Дема районĕн администрацийĕнче пĕлтернĕ.

Ĕпхÿрен ятарлă çар операцине мунча ăсатнăĔпхÿрен ятарлă çар операцине мунча ăсатнă
Ĕпхÿрен ятарлă çар операцине мунча ăсатнă

Маларах район администраци пуçлăхĕ Иван Иванов патне салтакăн арăмĕ ыйтупа килнĕ.  Вăл мăшăрĕн тата унăн  подразделенийĕн уй-хирте çăвăнма май çукки пирки пĕлтернĕ. Ертÿçĕ çак ĕçе хăй аллине илнĕ. Мунча тума тата ăна Ĕпхÿ хулине çитерме Ямалтдинов уйрăм предприниматель килĕшнĕ. Укçан пĕр пайне Дема районĕн пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсенче пуçтарнă. Çитмен пайне Эмиль Хасанов предприниматель уйăрса панă.

Çарти çын каланă тăрăх, малти линири вĕри шыв – вăл  салтаксемшĕн çăвăнма май пурри çеç мар, ентешĕсем парнеленĕ йĕркеллĕ пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăрать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас