Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
12 Июлӗн 2022, 17:23

Иртнĕ эрнере Пушкăртстанра пурăнакан 600 çынна сăвăс çыртнă

Республикăра пурăнакан 593 çын, вĕсенчен 114-шĕ ачасем, регионти медицина учрежденийĕсене сăвăссем çыртни пирки пынă.

Иртнĕ эрнере Пушкăртстанра пурăнакан 600 çынна сăвăс çыртнă
Иртнĕ эрнере Пушкăртстанра пурăнакан 600 çынна сăвăс çыртнă

Сезон пуçланнăранпа ун пеккисен шучĕ 8240-е çитнĕ, çав шутра 1792 ача. Асăннă кăтартусене РФ Роспотребназорăн Пушкăрстанри уйрăмĕнче илсе кăтартаççĕ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, кăçалхи ултă уйăх хушшинче, иртнĕ çулсенчи кăтартусемпе танлаштарсан, сăвăс çыртса инкек тÿснисен шучĕ 4,3% ÿснĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчен Пушкăртстанра сăвăс энцефалитĕнчен 29 пин çынна прививка тунă, планпа палăртничен 81,9%. Пурĕ 2022 çулта 36 пин çынна прививка тума палăртаççĕ.

Сăвăссем нерв системине сиен кÿрекен тата вилĕм патне илсе çитерме пултаракан сăвăс энцефаличĕ, бореллиоз чирĕсене сараççĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: