Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
19 Июлӗн 2022, 16:50

Пушкăртстанра кăшăлвируспа çĕнĕрен чирленĕ 47 çынна тупса палăртнă

Иртнĕ талăкра Пушкăртстанра çĕнĕрен кăшăлвируспа чирленĕ 47 çынна шута илнĕ. Пандеми пуçланнăранпа республикăра 291,3 пин ытла пациент COVID-19-па нуша курнă.

Пушкăртстанра кăшăлвируспа çĕнĕрен чирленĕ 47 çынна тупса палăртнă
Пушкăртстанра кăшăлвируспа çĕнĕрен чирленĕ 47 çынна тупса палăртнă

- Паянхи кун стационарсенче 103 çын сипленеççĕ, вĕсем пурте тенĕ пекех çулланнăскерсем – ватă çынсем. Вун пиллĕкĕшĕ хăйсене йывăр туяççĕ, - пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.- Амбулатори мелĕпе 235 çын сипленет. Юлашки талăкра пациентсем вилни пулман. Пандеми пуçланнăранпа çак хăрушă чире пула 5761 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 4895-шĕ утмăл çултан иртнисем.

Вакцинаци пирки сăмах хускатсан çакна палăртмалла, Пушкăртстанра икĕ вакцина компоненчĕпе те прививка тунисен шучĕ 2, 765 млн çынпа танлашать. Ку вăл прививка тума палăртнă планăн 111,3 проценчĕ пулать. Юлашки талăкра кăна республикăра кашăлвируса хирĕç 9,7 пин  çын вакцина тутарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: