Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
1 Августӑн 2022, 17:40

Ачасен лагерĕнче инкек пулса иртнĕ

Пушкăртстанри Следстви комитетĕнче 15 çулхи ачапа инкек пулса иртни, вăл пуçне йывăр суранлатни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă ĕç пирки «хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтермен, тимлĕхсĕр пулнипе сывлăха йывăр сиен кÿнĕ» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Ачасен лагерĕнче инкек пулса иртнĕ
Ачасен лагерĕнче инкек пулса иртнĕ

Следстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулхи июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче 11.30 сехетре çула çитмен (несовершеннолетние) виçĕ ача спорт лапамĕнчи тимĕр кашта çинче вăй виçнĕ.

 -  Виççĕшĕ те тимĕр конструкци çине хăпарсан кашта ачасем çине ÿкнĕ. Çавна пула 15 çулхи ача пуç купташкине амантнă, ăна пульницăна ăсатнă, - пĕлтернĕ ПР Следстви комитетĕнче.

Хальхи вăхăтра следовательсем инкек пулса иртнĕ вырăна пăхса тухаççĕ, ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суд экспертизи ирттерĕç. Канакансенчен, ертÿçĕсенчен, вырăнта ĕçлекенсенчен  пулса иртни çинчен ыйтса пĕлеççĕ, инкекĕн сăлтавĕсем пирки, вăл вăхăтри лару-тăрăва тĕпчеççĕ. Тĕпчев ирттернĕ май ачасен лагерĕнчи хăрушсăрлăхшĕн яваплă çынсене явап тыттарĕç.

Тĕпчев тата унăн пĕтĕмлетĕвĕсене республикăри следстви управленин ертÿçисем тĕрĕслесе тăраççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: