Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
3 Августӑн 2022, 11:00

ЭКО валли уйăрнă квотăсен çуррипе усă курнă

Ачаллă пулма ĕмĕтленекен, анчах хăйсем çуратайман xěpapăмсем экстракорпораци мелĕпе усă курса йывăp çын пулаççě. Кăçал Пушкăртстанра ун пек меслетпе 1800 хутчен тÿлевсĕр усă курмалăх укçа уйăрнă.

ЭКО валли уйăрнă квотăсен çуррипе усă курнă
ЭКО валли уйăрнă квотăсен çуррипе усă курнă

Арлă-арăмлă пурнăçпа çулталăк та ултă уйăх пурăнсан та çие юлман 35 çула çитичченхи çемьесене xăйсем тěллěн aчаллă пулайманнисен шутне кĕртеççĕ. Сăлтавĕ, паллах, арçынра та, хĕрарăмра та, мăшăрсенчен иккĕшĕнче те пулма пултарать. Ача пирки ĕмĕтленекен вăтăр пилĕк çултан иртнĕ мăшăрсен вара ятарлă клиникăна çитсе пулăшу ыйтма май пур.
Республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче палăртнă тăрăх, Раççейре кашни пиллĕкмĕш çемье ачасăр шутланать. Вĕсенчен пĕри – анне пулма васкаманни.
Çакна та хушса каламалла, ЭКО мелне 40 ытла çул каялла хатĕрленĕ. Пушкăртстанра асăннă процедура тăхăр çул ытла медицина страхлавĕн программипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: