Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Августӑн 2022, 09:40

Пушкăртстанра тата икĕ ФАП хута янă

Авăркас районĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе çак кунсенче Маньел тата Балăклăкуль ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçле пуçланă тесе пĕлтернĕ муниципалитетра.

Пушкăртстанра тата икĕ ФАП хута янă
Пушкăртстанра тата икĕ ФАП хута янă

Çак ялсенче ФАПсем уçни пĕлтерĕшлĕ те савăнăçлă пулăм пулнине çирĕплетнĕ район администрацинче. Вĕсене вырăнти халăх та чылайранпа кĕтнине те пытарман. Паянхи кунччен Балăклăкульте медицина пункчĕ 470 çынна пулăшу панă пулсан, Маньел ялĕнче – 300 ытла пациента.

Икĕ ФАП та çутă та ирĕклĕ, вĕсене мĕнпур медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Кунта чирлĕ çынна пăхмалли, процедурăпа прививка тумалли уйрăм пÿлĕмсем пур. Фельдшер патĕнчен тухакан пациента кĕтсе илмелли ятарлă вырăн та юнашарах. Ĕçлекен персонал валли санузелпа хывăнса тумланмалли кĕтессем пурри ункайлă пулса тухнă. Паллах, сывлăх сыхлав çурчĕсене мĕнпур инженери коммуникацийĕпе тивĕçтернĕ.

- Кун пек условисенче ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парасси кунта нихăçан та пулман. Малашне фельдшерсем хăйсен тивĕçĕсене хăвăртрах тата пахарах пурнăçлама пултарĕç,- тенĕ муниципалитетра.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравохранение

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: