Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
15 Августӑн 2023, 11:59

Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем валли 42 млн тенкĕлĕх ятарлă тумтир туянĕç

Пушкăртстанри Конкурентлă политика енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ васкавлă пулăшу  ĕçченĕсем валли ятарлă формăллă тумтир туянма аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Контрактăн пуçламăш чи пысăк хакĕ - 42,4 млн тенкĕ.

Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем валли 42 млн тенкĕлĕх ятарлă тумтир туянĕç
Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем валли 42 млн тенкĕлĕх ятарлă тумтир туянĕç

Заказчиксен шутĕнче Васкавлă пулăшу тата медицина катастрофисен центрĕ, Çтерлĕри васкавлă пулăшу станцийĕ, Нефтекамск, Сибай, Октябрьск, Кумертау хулисен больницисем, çавăн пекех Бирск, Белорецк тата Мясягутовăри тĕп район больницисем.

Пурĕ 3148 çуллахи ятарлă тумтир комплектне (çуллахи куртка, жилет, çурма комбинезон) тата 3056 хĕллехи комплект (ăшă куртка, çурма комбинезон, флис куртка) туянмалла. Курткăн суллахай кĕсйинче хĕрлĕ тĕслĕ çиппе тĕрленĕ «03» логотип, сылтăм енче Сывлăх сыхлав министерствин тĕрленĕ эмблеми пулмалла.

Тумтир комплекчĕсене ытларах Васкавлă пулăшу тата медицина катастрофисен центрĕ  1187 хĕллехи тата çуллахи комплектсем, чи сахалли Мясягутовăри тĕп район больници  101 комплект туянасшăн.

Тăкаксене бюджет учрежденийĕсем саплаштарĕç. Контракта алă пуснă хыççăн 120 кун хушшинче тавара вырăна çитермелле. Хĕллехи  комплектăн пуçламăш хакĕ 8,4 пин тенкĕ тăрать, çуллахин - 5,3 пин тенкĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: