Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
23 Августӑн 2023, 09:00

Усăллă та техĕмлĕ ирхи апат

Раççей терапевчĕсем хăш-пĕр çимĕçсене апат хуранĕпе пыршăлăха сиен кÿмессе ирхинерен çиме хушмаççĕ. Ирхи апат этеме кăнтăрлаччен хăват (энерги) памалла. Унта талăкри калори нормин 25-30% пулмалла.

Усăллă та техĕмлĕ ирхи апат
Усăллă та техĕмлĕ ирхи апат

Пуçласа çиекен апат кун тăршшĕ хăвна мĕнле туйни çине витĕм кÿрет. Çав хушăра хăш-пĕр апатсене выç варла çиме пачах та юрамасть. Сăмахран, ирхине кăлпассипе бутерброд çиме хушмаççĕ, мĕншĕн тесен унта консервантсем, сăрлакан тата сиенлĕ япаласем пур. Ун пек апатпа тăранни вăраха тăсăлмасть, анчах та апат хуранĕпе тата пыршăлăхпа проблемăсем сиксе тухма пултарĕç. Çавăн пекех куна цитрус сокĕсенчен пуçлама хушмаççĕ. Вĕсен ытларах пайĕ сахăртан тата улма-çырла йÿçĕкĕсенчен тăраççĕ, вĕсене выç варла ĕçсен гастрит патне илсе çитерĕ. Тата ирхине хатĕр апатсенчен, фастфудсенчен айккинче тăмалла.
Ирхине пĕçернĕ е ăшаланă çăмарта, омлет, пăтăсем çиме хушаççĕ, çаксем вăрах тытăнса тăракан углеводсем шутланаççĕ. Вĕсен шутне пахча çимĕçсем, пулă, пулă вăлчи, çуллă сырсем, салă, услам çу, пĕвертен хатĕрленĕ паштет, çĕпресĕр хутăштарман тĕш тырăран пĕçернĕ çăкăр кĕреççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: