Урал сасси
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Августӑн 2023, 17:16

Пушкăртстан тухтăрĕсем Минигали Шаймуратов ячĕллĕ батальон салтакĕсем патне кайнă

Луганск облаçĕнчи Красный Луч хулинче тăрăшакан  Пушкăртстан  тухтăрĕсен бригади Минигали Шаймуратов ячĕллĕ  батальон  салтакĕсем патне çитнĕ.

Пушкăртстан тухтăрĕсем Минигали  Шаймуратов ячĕллĕ батальон салтакĕсем патне кайнă
Пушкăртстан тухтăрĕсем Минигали Шаймуратов ячĕллĕ батальон салтакĕсем патне кайнă

Виçĕ кун хушшинче медицина ĕçченĕсем 98 салтака малтанхи тĕрĕслев ирттернĕ.  Салтаксем тин çеç малти линирен тухнă, çавна пула хăш-пĕрисен суранĕсене осколоксенчен тасатмалла, сиплемелле пулнă.

- Медицина ĕçченĕсем çар çыннисене медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ çеç мар, суранĕсене сиплемелли процедурăсене те пурнăçланă. Медицина бригади хăйĕн ĕçне чунтан парăнни, вĕсен ĕçченлĕхĕ хаваслантарать. Тухтăрсем çар çыннисене пулăшу парас, хÿтĕлес тесе хăйсенчен килнине пурне те тăваççĕ. Сирĕнпе мăнаçланатпăр!- тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи. 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: