Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
6 Октябрӗн 2023, 15:30

Çĕнĕ ФАП диспансеризаци ирттерме пуçланă

Татăшлă районĕнчи Беляшево ялĕнче нумай пулмасть çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Медицина çурчĕ уçăлнăранпа диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне - 140 çын, тарăн диспансеризаци - 52 çын, профтĕрĕслев 21 çын иртнĕ. Асăннă ФАП 332 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет, çав шутра 57 ача, тесе пĕлтерет Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви.

Çĕнĕ ФАП диспансеризаци ирттерме пуçланă
Çĕнĕ ФАП диспансеризаци ирттерме пуçланă

ФАПа «Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетесси» регион проекчĕ шайĕнче хăпартнă.

 - Медицина çурчĕ – ялшăн пысăк савăнăç. Халĕ çынсем вырăнтах кирлĕ медицина пулăшăвĕпе усă кураççĕ,  - тенĕ Алсу Шаймиева фельдшер.

Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Татăшлă районĕсенчи Беляшево тата Кашкаково ялĕсенче 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче модульлĕ ФАПсем пуçтарса хăпартма тытăннă.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: