Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
17 Октябрӗн 2023, 12:04

Диспансеризаци тата медицина реабилитацийĕ валли тăкаксене пысăклатнă

2024-2026  çулсенчи патшалăх гарантийĕн çĕнĕ программинче чир-чĕрсен профилактикине, медицина реабилитацине, васкавлă тата çÿллĕ шайри технологи пулăшăвне ытларах укçа уйăрнă. Çакă Пушкăртстанра пурăнакан ытларах çынна медицина тĕрĕслевĕ иртме май парĕ тенĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.

Диспансеризаци тата медицина реабилитацийĕ валли тăкаксене пысăклатнă
Диспансеризаци тата медицина реабилитацийĕ валли тăкаксене пысăклатнă

Çак майпа бюджета пуçласа вăрах вăхăт чирлекен пациентсене (онкологипе, чĕре тата юн тымарĕсен, сахăр диабечĕпе) диспансер сăнавне кĕртнĕ. Çавăн пекех çĕнĕ программăра медицина тата психологи консультацийĕ те пулĕ.
Реабилитаци иртмелли майсем те анлăланнă. Çĕнĕ программăпа реабилитолог-специалистсем чĕрепе юн тымарĕсен, кăшăлвирус, тĕп нерв системи, тĕревпе хускану аппарачĕ тата перифери нерв системин чирĕсемпе чирлекенсем патне килĕсене сиплеме килсе çÿрĕç.
2023 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне республикăра 1 017 352 аслă çын диспансеризаци, 169 499 çын профилактика тĕрĕслевĕ иртнĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: