Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Ноябрӗн 2023, 16:05

Пĕтĕм Раççейри конкурсра Ĕпхÿри 50№ поликлиника Гран-при çĕнсе илнĕ

Ĕпхÿ хулинчи 50№ поликлиника «Раççейри пысăк социаллă тухăçлă организаци» («Российская организация высокой социальной эффективности») пĕтĕм Раççейри конкурсра производство сферине кĕмен предприятисем хушшинче Гран-при хуçи пулса тăнă.

Пĕтĕм Раççейри конкурсра Ĕпхÿри 50№ поликлиника Гран-при çĕнсе илнĕ
Пĕтĕм Раççейри конкурсра Ĕпхÿри 50№ поликлиника Гран-при çĕнсе илнĕ

Медицина организацийĕн ĕçченĕсем наставниклăх, ĕç условийĕсене лайăхлатас тата персоналпа ĕçлес енĕпе проект тăратнă. Вĕсем малтан регионти тапхăрта икĕ номинацире çĕнтернĕ.

Поликлиника  коллективĕ республикăри ăмăртура «Производство  сферăрине кĕмен предприятисен хушшинче ĕçри сурансене тата професси чирĕсене чакарасси» номинацире чи лайăххи пулнă. Çавăн пекех вĕсем «Организацире кадрсен потенциалне аталантарасси» номинацире çĕнтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: