Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Декабрӗн 2023, 17:00

«Сĕт кухнин» йĕркине улшăну кĕртнĕ

Пушкăртстанра  йывăрлă,  ачисене кăкăр сĕчĕпе тăрантакан хĕрарăмсене тата виçĕ çул тултарман ачасене тулли апатпа тивĕçтерес йĕркене улшăнусем кĕртнĕ.

«Сĕт кухнин» йĕркине улшăну кĕртнĕ
«Сĕт кухнин» йĕркине улшăну кĕртнĕ

Тивĕçлĕ постановление ПР право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Çĕнĕлĕхсем кирлĕ хутсене тĕрлĕ майпа çитерессине (Патшалăх тата регион çăмăллăхĕсен порталĕ урлă) тата документсене пăхса тухмалли срока 10 ĕç кунĕ таран кĕскетессине пырса тивеççĕ.

«Сĕт кухнин»  продукцине виçĕ çул тултарман ачасем, кăкăр сĕчĕ çитерекен амăшсем, йывăрлă хĕрарăмсем тата ятарлă çар операцине хутшăннă çынсен çемйисем тивĕçеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: