Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Нарӑсӑн , 17:20

Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă

Çак хыпара республикăри СПИД центрĕн тĕп тухтăрĕ Рафаэль Яппаров «ВКонтакте» социаллă сетьре хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. Виççĕшĕ те мĕн çуралнăранпа (ку вăл 20 çул ытла пулать) ВИЧ диагнозĕпе пурăннă.

Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă
Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă

«Çакă вăл сывлăх сыхлав сферин пысăк çитĕнĕвĕ шутланать. Паянхи сиплев мелĕсемпе усă курсан ВИЧ инфекциллĕ хĕрарăмсем те сывă ачасем çуратма пултараççĕ. Çак йыша кĕрекен чирлĕ хĕрарăмсемшĕн çакă савăнăçлă хыпар шутланать. Вĕсем наука енчен илсен ачана хÿтĕлемелли çĕнĕ мелсем пуррине шанса пĕр иккĕленмесĕр анне пулма ĕмĕтленме май пур», - тесе çырнă Рафаэль Яппаров.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, çак пулăм обществăра шанчăк тата хавхалану çуратать, мĕншĕн тесен ВИЧ-инфекципе кĕрешес ĕçре аталану пуррине кăтартса парать. Çапла майпа çак чире пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесенче палăртнине пурнăçа кĕртме майсем çуралаççĕ.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, нумаях пулмасть Пушкăртстанри СПИД центрĕ пĕтĕм Раççейри конкурсра икĕ парнеллĕ вырăн çĕнсе илнĕ. Ăмăртăва пурĕ 85 регион хутшăннă пулнă.

Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă
Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă
Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă
Пушкăртстанра виçĕ ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăм сывă ачасем çуратнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: