Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
18 Нарӑсӑн , 10:40

Тухтăрсем çулталăкри ачан пурнăçне икĕ хут çăлса хăварнă

Республикăри клиника перенатальлĕ центрĕн (РКПЦ) тухтăрĕсем Лейля ятлă пĕчĕк пациента çăлса хăварнă. Вăл амăшĕ 27 эрнере йывăрлă пулнă чухне вăхăтсăр çут тĕнчене килнĕ.

Тухтăрсем çулталăкри ачан пурнăçне икĕ хут çăлса хăварнă
Тухтăрсем çулталăкри ачан пурнăçне икĕ хут çăлса хăварнă

Клиника центрĕнче каланă тăрăх, çие юлнă хĕрарăма медицина учрежденине иртнĕ çулхи март уйăхĕнче юн кайма пуçланипе илсе çитернĕ. Ăна Лилия Бадретдинова врач кесарево операцийĕ тунă.

Кăшт каярах специалистсем каллех печĕк хĕр ачана çăлса хăварнă. Хальхинче Лейльăн сепсиса (юнри инфекци чирĕ) пула реанимацинче пĕр уйăхласа пулма тÿр кинĕ.

«Пĕтĕмĕшле пирĕн хĕр ача больницăра 3 уйăх пулчĕ. Çак вăхăт хушшинчен ăна пневмонинчен, сепсисран, энтероколитран (пыршă шыçни) сиплерĕç. Çавăн пекех куçне ретинопати аталаннинчен (куç сечаткинчи юн тымарĕсен паталогийĕ) операци турĕç. Эпĕ хам тата пирĕн çемье РКПЦри тухтăрсен командине ăста та професси шайĕнче пулăшу панăшăн пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Уйрăмах тин çуралнă ача-пăча ренимацийĕ тата паталоги уйрăмĕсенче ĕçлекенсене, кĕçĕн персоналтан пуçласа уйрăмсен ертÿçисем таран (Т.А Потехинапа А.З.Газизована), палăртса хăварасшăн. Паллах, пире  сиплекен Лилия Бадретдиновапа Зульфия Алдакаева тухтăрсене тав тăватпăр. Ача çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш минутран пуçласа вĕсем професси шайĕнче пулăшу параççĕ, кирлĕ тимлĕх тата юрату уйăраççĕ», - хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ Лейльăн амăшĕ Анфиса Хамидуллина.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: