Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
1 Апрелӗн , 17:41

Ĕпхÿре çĕнĕ кардиоцентр корпусне хăпартассине вĕçлеççĕ

Пушкăртстан шĕкĕр хулинче кардиоцентрăн çĕнĕ хирурги корпусне хăпартас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех Строительство министерствинче  больницăн малтанхи çурчĕсене çĕнетес ĕç пынине те пĕлтернĕ.  

Ĕпхÿре çĕнĕ кардиоцентр корпусне хăпартассине вĕçлеççĕ
Ĕпхÿре çĕнĕ кардиоцентр корпусне хăпартассине вĕçлеççĕ

Ведомствăра каланă тăрăх, çĕнĕ корпус  30 пин тăваткал метрлă лаптăк çинче вырнаçнă. Кунта  пациентсене йышăнма диагностика кабинечĕсемлĕ уйрăм, поликлиника, операци тата реанимаци блокĕсем, рентгенохирурги, кардиохирурги уйрăмĕсем, администраци блокĕ тата препаратсем валеçмелли аптека пункчĕ уçăлĕ.

Паянхи кун вентиляципе ăшă, электричество системисене йĕркелеççĕ, шалти якату-илемлетÿ ĕçсене пурнăçлаççĕ, алăксемпе витражсене вырнаçтараççĕ.

- Операци пÿлĕмĕсенче мачча çине ятарлă консольсем, медицина аппаратурисене хускатма розеткăсем вырнаçтарнă, - хушса каланă Строительство министерствинче.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: