Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Апрелӗн , 16:30

«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç

Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акци вăй илĕ.

«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç
«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç

Унăн шайĕнче «Сывлăх поезчĕсен» медицина специалисчĕсем аякри ял-саласенче пурăнакансен сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслĕç.

ПР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта куçса  çÿрекен мобильлĕ комплекссем 55 районти 331 ял-салана çитĕç. Акци сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Иртнĕ çулхине медицина ĕçченĕсем 150 190 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 40 796 тĕпчев ирттернĕ, 22 012 чир тупнă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: