Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
25 Апрелӗн , 15:40

Пушкăртстанри тухтăрсем арçыннăн 20 килогрмм таякан шыçине касса илнĕ

Ĕпхÿ хулинчи 21№ больницăри хирургсем пĕр пациентăн хырăм айĕнче вырнаçнă 20 килограмм таякан шыçине касса илнĕ. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин çырса пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри тухтăрсем арçыннăн 20 килогрмм таякан шыçине касса илнĕ
Пушкăртстанри тухтăрсем арçыннăн 20 килогрмм таякан шыçине касса илнĕ

Икĕ центнер ытла (220 килограмм) йывăрăш арçынна сывлăх сыхлав учрежденине васкавлă пулăшу машинипе илсе çитернĕ. Вăл шурă халатлă çынсене ÿт температури хăпарни тата пысăк шыçă пурри çинчен каласа панă. Çавăн чухнех шыçă пÿрленсе юн юхнине те пĕлтернĕ.

«Ытлаши самăрланнипе вăл хырăм çинчи пĕркеленчĕксем çине тимлĕх уйăрман, çавна пулах тухтăрсем патне те кайман. Шыçă 5-7 çул ÿснĕ. Пациент хăй тăхăнса çÿрекен кĕпе-йĕме тăхăнма тата вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăрланса çитсен çеç больницăна шăнкăравланă. Медицина тĕрĕслевĕ ирттерсен тухтăрсем çийĕнчех операци тума йышăннă. Хирургсен бригади хырăмăн хыса (лобок) пайне касса 100х70х70 сантиметрлă фибромăна касса илнĕ. Вăл пĕтĕмĕшле 20 килограмм тайнă», - тесе çырнă Пушкăртстанри сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи.

Хальхи вăхăтра сайра тĕл пулакан пациента больницăран кăларнă, вăл хăйне лайăх туять. Арçын реабилитаци курсĕ иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри тухтăрсем арçыннăн 20 килогрмм таякан шыçине касса илнĕ
Пушкăртстанри тухтăрсем арçыннăн 20 килогрмм таякан шыçине касса илнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: