Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
26 Апрелӗн , 09:30

Сăвăссенчен 676 çын шар курнă

Пушкăртстанра ÿчĕсене сăвăс тăрăннисен шучĕ ÿснĕ. Хальхи вăхăтра республикăри медицина учрежденисенчен 676  çын пулăшу ыйтнă. Çав шутра кашни виççĕмĕшĕ ача пулнине палăртса хăвармалла. Пĕр эрне каярах сăвăссенчен 138 çын шар курнă, вĕсенчен 65-шĕ – ачасем.

Сăвăссенчен 676 çын шар курнă
Сăвăссенчен 676 çын шар курнă

Роспотребнадзорăн регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сăвăс энцефаличĕпе чирлес хăрушлăх пур, çынсем ытларах уçăлса çÿрекен вырăнсене (вăрмансемпе парксене) хими хатĕрĕсемпе (реппелентсемпе) сапас ĕç малалла пырать. Апла пулин те надзор ведомстви профилактика мерисене пăхăнма ыйтать.

Вăрмана каяс умĕн вăрăм çанăллă, тÿммеллĕ е молниллĕ кĕпе, кофта тăхăнмалла. Шăлавар пĕççине атă çинчен кăларса ямалли çинчен те манса каймалла мар. Пуçа тутăр çыхмалла е калпак тăхăнмалла. Çут çанталăкра пулнă май тумтир е ÿт çине сăвăс ларман-и тесе тăтăшах тĕрĕслемелле. Вăрăм курăк, тĕмсем хушшине кĕмелле мар. Мĕншĕн тесен сăвăс çавăн пек çĕрте пурăнать.

Енчен те ÿте сăвăс тăрăнчĕ пулсан, пĕчĕк кăпшанка ерипен кăларăр, ăна банкă ăшне хурăр е хутпа чĕркĕр те Гигиенăпа эпидемиологи центрне илсе çитерĕр.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: