Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
21 Нарӑсӑн , 11:58

Максим Забелин республикăри фельдшерсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Паян, февраль уйăхĕн 21-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕпе çеç мар, обществăшăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ уявпа та паллă. Ку вăл – Раççейри Фельдшерсен кунĕ. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин пĕлтернĕ.

Максим Забелин республикăри фельдшерсене професси уявĕ ячĕпе саламланă
Максим Забелин республикăри фельдшерсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

«Историне тишкерсен фельдшер вăл анлă уйра тăрăшакан çын пулнă. Халĕ вара васкавлă пулăшу машини çинче тата ФАПсенче, чугун çулсемпе аэропортсенче ĕçлет. Шăпах вĕсем кирек мĕнле условисенче те хăйсем пĕлнĕ ĕçе тума пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен медицина сферинчи пĕлĕвĕ анлă та тарăн. Терапинче, акушерствăра, хирургинче», - палăртнă Максим Забелин.

Вăл Зилаир районĕнчи Петровский ялĕнче ĕçлекен Елена Ляпкина фельдшер пирки каласа панă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стаже 38 çулпа танлашать. Ăна 1985 çулта Ĕпхÿри медицина училищине вĕренсе пĕтерсен Зилаирти тĕп район больницине Петровскинчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçе илнĕ. Паянхи кун та вăл çак вырăнтах хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Ĕçтешĕсем каланă тăрăх, Елена Михайловна авторитетлă специалист, ăна ялта пурăнакансемпе пациентсем, коллективра хисеплеççĕ. Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм  пурнăçри йывăр самантра пурне те пулăшма хатĕр. Вăл пĕччен пурăнакан инвалид хĕрарăма пăхса пурăннă, ун валли темиçе çул хушши хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне уйăрнă.

«Пĕлетĕп, çак сферăра Елена Ляпкина пек уçă та ырă кăмăллă çынсем чылай. Сывлăх сыхлав министерствин тытăмĕнче хальхи вăхăтра 3774 фельдшер ĕçлет. Паян, Фельдшер кунĕнче, эпĕ хамăрăн профессионалсене пурне те саламлатăп. Çирĕп сывлăх, чăтăмлăх тата çемьере ăнăçу сунатăп», - саламланă ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас в