-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Тимĕр укçана Месягутовăри тĕп район больницинче тĕрĕслев снимокĕ тунă чух асăрханă. Ашшĕ-амăшĕ ачи çак япалана çăтса яни çинчен пĕлмен те. Пепкене çийĕнчех Республикăри ачасен клиника больницине ăсатнă, эндоскопи мелĕпе тимĕр укçана кăларса илнĕ. Халĕ вăл хăйне лайăх туять, унăн сывлăхĕшĕн нимĕнле хăрушлăх та çук.
Месягутовăри тĕп район больници пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа çак пулăм виççĕмĕш шутланать. Тухтăрсем иккĕмĕш тимĕр укçана организмран кăлараççĕ.