-10 °С
Пӗлӗтлӗ
- Раççей правительствин координаци центрĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанри çаврăнăшра 18 млн пачка эмел, вĕсенчен 3 млн пачки медицина организацийĕсенче, ытти – аптека сечĕсенче (15 млн ). Эпир регионта эмелсем пуррипе çукккине, вĕсемпе республика çыннисене тивĕçтернипе тивĕçтерменнине тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр, - тенĕ Андрей Назаров.
Министр палăртнă тăрăх, яваплă çынсем эрнесерен Раççейри Сывлăх сыхлав министерствипе медицина организацийĕсенче кирлĕ эмелсем пуррипе çуккине мониторинг тăвас енĕпе çыхăнăва тухаççĕ.
Андрей Назаров Сывлăх сыхлав министерствине эмелсем сутăн илессипе çыхăннă çул-йĕр карттине хатĕрлеме хушнă.