Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
22 Мартӑн 2023, 10:00

Районсемпе хуласене – 65 автомобиль

Март уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин 37 хулапа районти больницăсемпе поликлиникăсен тĕп тухтăрĕсене 65 çĕнĕ автомобиль уççи панă. Хурçă утсем тĕрлĕ модификациллĕ пулнă.

Районсемпе  хуласене –  65 автомобиль
Районсемпе хуласене – 65 автомобиль

– Паян медицина учрежденийĕсем малтанхи медицина звени валли лайăх енчен кăтартнă LADA Granta никĕсĕ çинче пухса хатĕрленĕ автомобильсем çеç мар, васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли машинăсем те илеççĕ. Çавăн пекех профилактика звенин (кунта куçса çÿремелли ФАПсем тата тухтăрсем вырăна тухса тĕрĕслемелли комплекссем кĕреççĕ) автопаркĕ те çĕнелет. Юлашки видеоселектор урлă иртнĕ канашлура Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко пирĕн республика кăшăлвирус пандемине хирĕç кĕрешессипе тата çынсен ĕмĕрне вăрăмлатассипе çĕршывра пилĕк малта пыракан регионсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Эпир пирĕн медицина ĕçченĕсем Донбасра пурăнакансене пулăшу панине, вĕсем мĕнле ĕçленине те куратпăр. Кăçал автопарка çĕнетесси çакăнпа юлашки пулмĕ, – тенĕ Максим Забелин.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: