-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пациентка сывлăш пÿлĕннипе тата чĕре тапни хăвăртланнипе пульницăна лекнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ хыççăн шывпа тăвар улăшăвĕ (обмен) улшăннине тата усă куракан препаратăн хушма сиенлĕ витĕмне кура чĕре таппинче пурнăçшăн хăрушлă улшăнусем пулса иртнине тĕпчесе пĕлнĕ. Пульницăна лекнĕ кун унăн ÿпки шыçа пуçланă, хĕрарăма реанимацие куçарнă. Тухтăрсем темиçе хутчен дефибрилляторпа усă курса чĕрине ĕçлеттерсе янă.
Унтан хирургсем хĕрарăмăн чĕрине пĕр камерăллă кардиовертер-дефибриллятор вырнаçтарнă. Çак пĕчĕк калăпăшлă компьютер чĕре таппин хăвăртлăхне чакарать. Халĕ пациентка сипленсе пырать, ăна пульницăран кăларнă.