-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Министр сăмахĕсем тăрăх, 2023 çулта сывату кампанийĕ валли 2,5 млрд тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.
– Раççей статистикин официаллă кăтартăвĕсем тăрăх, лагерьте канма пĕр ачана пĕр талăк хушшинче мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине кашни çулах индексацилеççĕ. Кăçал индексаци проценчĕ 10,9% танлашать. Çавна май хула тулашĕнчи лагерьсенчи канăвăн талăкри хакĕ 1045 тенкĕпе танлашĕ, – тенĕ Айбулат Хажин.
Пушкăртстанра кăçал ачасен канăвĕпе сыватăвне йĕркелекен 1663 организаци ĕçлĕ. Тĕрлĕ майлă канупа 494,8 пин ачана тивĕçтерĕç.
– Ачасен канмалла, – палăртнă ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров вĕрентÿ министрĕ каланисене пĕтĕмлетсе. – Вĕсем пиртен те ытларах ывăннă.
Надежда РОДИОНОВА.