Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
25 Апрелӗн 2023, 11:25

Радий Хабиров: хоспис май уйăхĕнче ĕçлеме пуçлĕ, июнь уйăхĕнче пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ

Хосписа уçассипе çыхăннă ыйтусене татса панă. Çакăн çинчен Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.  Унăн сăмахĕсем тăрăх, май уйăхĕн варри тĕлне медицина учрежденине хута ярĕç. Июнь уйăхĕнче хоспис пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ. Вăл 60 çынна йышăнма пултарать: 20 ачана тата 40 аслă çынна.

Радий Хабиров: хоспис май уйăхĕнче ĕçлеме пуçлĕ, июнь уйăхĕнче пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ
Радий Хабиров: хоспис май уйăхĕнче ĕçлеме пуçлĕ, июнь уйăхĕнче пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ

- Мĕн чухлĕ вырăн кирлине шута илĕпĕр. Çурт пысăк пулчĕ – 13 пин тăватакал метр ытла, кирлĕ пулсан койка фондне пысăклатса пулать. Медицина университечĕпе тата Пушкăртстанри медицина колледжĕсемпе хоспис никĕсĕ çинче паллиативлă пулăшу кафедрине уçмалли çинчен калаçса татăлтăмăр. Кунта наука, вĕрентÿпе волонтерсен центрĕ пулĕ тесен те йăнăш пулмĕ, - тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетĕсенче.

Пушкăртстан пуçлăхĕ хосписа хăпартнă çĕре хутшăннă Пушкăртстан сода компанине, çĕршер пысăк тата пĕчĕк компанисене,  укçа-тенкĕ уйăракан, субботниксене хутшăнакан республикăра пурăнакан ырă кăмăллă çынсене тав тунă.

- Пирĕн хоспис  – пин-пин çыннăн пĕрлешÿллĕ ĕçĕ, пулăшу кирлĕ çынсене алă пани.  Проекта пурнăçа кĕртме пулăшнă пур çынсене те пысăк тав тăватăп, - палăртнă Радий Хабиров.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: