Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
26 Апрелӗн , 15:10

«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакан ФАПсен списокне çирĕплетнĕ

Пушкăртстанра «Земство тухтăрĕ» программа тăрăх тÿлев илме тивĕçекен фельдшерпа акушер пункчĕсен списокне çирĕплетнĕ. Унта республикăри 33 ФАП кĕнĕ.

«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакан ФАПсен списокне çирĕплетнĕ
«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакан ФАПсен списокне çирĕплетнĕ

Çав шутра – Çтерлĕ районĕнчи Чăваш Куганакĕ ялĕнчи медицина çурчĕ. Çакăн çинчен калакан указа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă.

Çавăн пекех тÿлев илес условисене те улăштарнă. Пĕр хутчен паракан укçана 2016 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе вырнаçнă фельдшерсем (акушерсем) илме тивĕçĕç. Çав шутра пĕр медицина пунктĕнчен теприне куçарнисем те.

Астутаратпăр, «Земство тухтăрĕ» программăпа ял тăрăхĕсенчи больницăсенче ĕçлеме кăмăл тăвакан тухтăрсем 1,5 млн тенкĕ таран, фельдшерсем 750 пин тенкĕ илме пултараççĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в