ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, больницăн йышăну уйрăмне пĕçĕ шăмми ванчăксем çине пайланса хуçăлнă ватă хĕрарăма илсе килнĕ. Кинемей хăйĕн картишĕнче мелсĕр ÿксе суранланнă – сылтăм пĕçĕ шăмми чалăшла хуçăлнă. Суранланнă çынна малтан Яркеевăри район тĕп больницине илсе килнĕ, каярах Дюртюли район больницин 2-мĕш шайри травматологи уйрăмне куçарнă. Тухтăрсем пациента интрамедуллярлă остеосинтез (шăмă çумне тимĕр конструкци çирĕплетни) тунă, сурана укол туса вăхăтлăха ыратнине чарнă.
- Конструкци пулăшнипе ваннă шăмăсене пĕр çĕре пухма май пур, çакăн пек мелпе суран ыратнине чакарма пултаратпăр, - тенĕ Марсель Махмутов травмотолог.
Операци ăнăçлă иртнĕ. Халĕ 100 урлă каçнă пациент сывалса пырать, хăй тĕллĕн вырăн çинче ларма пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.