-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çакăн çинчен правительствăри оперативлă канашлура республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ. Регион ертÿçи Ĕпхÿ хулинчи тата ялсенчи медицина пулăшăвне танлаштарас пулсан ялсенчи лару-тăру лайăхрах пулнине палăртнă.
- Ыран, июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Ĕпхÿри Затон микрорайонта çĕнĕ поликлиника уçăлĕ. Çав вăхăтрах «Здравчас» сехечĕ лару та иртĕ. Эпĕ Ĕпхÿ хулин медицинăн пĕрремĕш звенине аталантармалли программăна хатĕрлеме хушрăм. Тĕп параметрсем çинчен республика министрĕ пĕлтерĕ, - тесе каланă Радий Хабиров.