-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Айрат Рахматуллин сăмахĕсем тăрăх МРТ, КТ, рентгенографи, маммографи, флюорографи ÿкерчĕкĕсем пĕрлĕхлĕ базăна килĕç. Вĕсемпе вырăнти тухтăрсем мар, центрăн специалисчĕсем ĕçлĕç. Çакă ĕçе оптимизацилеме тата республикăра пĕрлĕхлĕ цифра тĕпчевĕн архивне тума май парĕ.
Халĕ асăннă системăпа эксперимент шайĕнче Нефтекамск хулин больницинче тата Ĕпхÿри 46№ поликлиникăра усă кураççĕ.
- Пациент Белорецк хулинче, унăн снимокне Ĕпху хулинчи центрта вулаççĕ. Çакăн пек туни перекетлĕ. Эпир пурне те пĕр чăмăра пуçтаратпăр. Ку чух пациента пăхмалла мар. Специалист умĕнче КТ е МРТ даннăйĕсем выртаççĕ, ăна шифрпа пĕлтернине çеç вуламалла, - пĕлтернĕ Радий Хабиров.