Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
28 Августӑн 2023, 15:48

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкулсенче 244 стоматологи кабинечĕ ĕçлĕ

Паянхи кун тĕлне  республикăри шкулсенче 214 стоматологи кабинечĕ ĕçлет,  80-шне  «Вĕçсе хăпар» («Взлетай») вĕрентÿ проекчĕн «Сывлăхлă кулă» («Здоровая улыбка») модуль витĕмĕпе уçнă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкулсенче 244 стоматологи кабинечĕ ĕçлĕ
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкулсенче 244 стоматологи кабинечĕ ĕçлĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулсенче тата 30 шăл тухтăрĕн кабинечĕ ĕçлеме пуçлĕ. Çак тĕллевсем валли республика бюджетĕнчен 36,1 млн тенкĕ уйăрнă.

Шкулсенче шăл тухтăрĕн кабинечĕ пулни стоматологи пулăшăвĕн тухăçлăхне ÿстерет. Çак ыйту ял территорийĕсенче питĕрех те çивĕч.

Илиш районĕн Верхнеяркеево ялĕн 4№ шкул директорĕн Светлана Хакимова сăмахĕсем тăрăх, вырăнти 500 ача вĕренекен шкулта стоматологи кабинечĕ уçăлни ачасене вĕрентÿ процесне татмасăр шăлсене сиплеме май парать.

Çавăн пекех вăл 2022 çулта вĕсен шкулĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерни, учрежденин материалпа техника никĕсне çирĕплетни, стоматологи кабинетне юсаса çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерни çинчен каласа панă.

Республикăри вĕрентÿ организацийĕсенче стоматологи кабинечĕсене çĕнĕрен ĕçлеттерессине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарнă. Халĕ регион шкул стоматологи енĕпе Атăлçи федераллă округра малта пырать. Çавăн пекех Пушкăртстан пуçлăхĕ хушнипе шкул стоматологи кабинечĕсенче вĕрентекенсене те пулăшу парасси пирки йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса параççĕ.

- Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул стоматологи кабинечĕсенче 100 пин ытла вĕренекенпе 4 пин  педагогăн шăлĕсене тĕрĕсленĕ. 30 пин шкул ачи сиплеве тивĕçнĕ. Çавăн пекех эпир кивĕ стоматологи кабинечĕсене юсама палăртатпăр, - тенĕ Радий Хабиров.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: