Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
7 Сентябрӗн 2023, 09:35

Пушкăртстана грипран вакцина тумалли 850 пине яхăн доза илсе килнĕ

Пĕтĕм Раççейри прививка кампанийĕ пуçланнă тĕле Пушкăртстана 842 пин  доза «Совигрипп» тата «Ультрикс Квадри» вакцина илсе килнĕ. Вĕсене Раççейре туса кăларнă.

Пушкăртстана грипран вакцина тумалли 850 пине яхăн доза илсе килнĕ
Пушкăртстана грипран вакцина тумалли 850 пине яхăн доза илсе килнĕ

Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Ультриксăн» 97,5 пин дозипе ачасене тивĕçтерĕç, 66 пине яхăн дози  - вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене тата йывăр хĕрарăмсене. Аслисене грипран хÿтĕленме 552 пин доза «Совигрипп» вакцина туяннă, тата 9,5 пинĕ призывниксем валли.

«Ультрикс Квадри» организма грипп вирусĕн тăватă актуаллă штамĕнчен хÿтĕлет. Эмелĕн пĕр дози кашни штамăн 15-шер мкг хирĕçле генсенчен тăрать – пĕтĕмĕшле 60 мкг. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çакăн йышши тытăма инактивлă вакцинăсен шутне кĕртме сĕннĕ те. «Ультрикс Квадри» эмеле Рязан облаçĕнче туса кăлараççĕ. 2021 çултанпа вакцинăпа аслисем, ултă уйăхран аслăрах пепкесемпе йывăр хĕрарăмсем те усă курма пултараççĕ.

«Совигрипп» - инактивлă виçĕ валентлă çиелти антигенсенчен тăракан вакцина. Раççейри сывлăх сыхлавĕнче асăннă эмелпе 2015 çултанпа усă кураççĕ.  

  - Грипран прививка туни хăрушă чире хирĕç профилактика ирттерни шутланать. Тĕпчевсем вакцина тутарнă çынсем чире çăмăлрах чирлесе ирттерме пулăшнине çирĕплетсе панă,  - ăнлантарнă республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: