Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
18 Сентябрӗн 2023, 11:42

Пилĕк уйăх хушшинче «сывлăх поезчĕн» бригадисем 150 пин ытла çынна тĕрĕсленĕ

2023 çулхи апрель-сентябрь уйăхĕсенче «сывлăх поезчĕн» тухтăрĕсем Пушкăртстанри 316 ял-паççулкасене çитнĕ, 150 190 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Çакă палăртнинчен 30-35% хут нумайрах. Кăçал республика тухтăрĕсем 22 012 çынра чир тупса палăртнă, кашни виççĕмĕш диагноза пуçласа лартнă. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров каласа панă.  

Пилĕк уйăх хушшинче «сывлăх поезчĕн» бригадисем 150 пин ытла çынна тĕрĕсленĕ
Пилĕк уйăх хушшинче «сывлăх поезчĕн» бригадисем 150 пин ытла çынна тĕрĕсленĕ

- «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акцие кăçал пиллĕкмĕш хут ирттеретпĕр.  Ултă маршрутпа ĕçлерĕмĕр, аякри ял-саласем валли куçса çÿрекен Сывлăх центрĕсемпе ФАПсен,  Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин диагностика комплексĕн флюорографпа маммографсен, республикăри кардиологи центрĕн кардиомобильĕн, стоматологи кабинечĕн ĕçне йĕркелерĕмĕр, - палăртнă Радий Хабиров.

Республика пуçлăхĕ тухса çÿрекен бригада йышĕнчи медицина ĕçченĕсене, вĕсен ĕçне йĕркелеме пулăшнă район пуçлăхĕсене тав тунă. Республикăра пурăнакан кашни çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме, медицина пулăшăвне тивĕçме май пултăр тесе «сывлăх поезчĕсем» малалла та ĕçлĕç.

Асăннă акци çулталăкăн ăшă вăхăтĕнче, çу кунĕсенче, малалла ĕçле пуçлĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: