Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
18 Октябрӗн 2023, 11:58

Донорсен юнĕсене усрама медицина модулĕ уçнă

Пушкăртстанра донорсен юнĕсене хатĕрлемелли, усрамалли медицина модулĕ уçнă. Çĕнĕ объекта Октябрьский хулинче вырнаçтарни  çинчен Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин социаллă сетьсенче çырнă.

Донорсен юнĕсене усрама медицина модулĕ уçнă
Донорсен юнĕсене усрама медицина модулĕ уçнă

Асăннă модуле çĕнĕ медицина тата техника оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Çулталăкне хатĕрлекен юн калăпăшне 7 тонна çитерме палăртаççĕ. Çак центр хулана тахçанах кирлĕ пулнă.

Октябрьский медицина округĕпе çеç илес пулсан та «Раççей хисеплĕ донорĕ» ята 648 çынна панă тата 61 çынна «СССР  хисеплĕ донорĕ» ятпа чысланă.

- Октябрьский хулинче медицина модульне уçни хулан медицина инфраструктурине аталантарни, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатни шутланать. Çакă донорсене ункайлă тата хăрушлăхсăр юн пама,  медицина ĕçченĕсене пахалăхлă сиплеме тата çынсене хăтарма май парать, - палăртнă Максим Забелин.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: