Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
31 Октябрӗн 2023, 12:09

Пушкăртстана сахăр диабечĕпе кĕрешме федераллă хыснаран 36,7 млн тенкĕ уйăрĕç

«Сахăр диабечĕпе кĕрешесси» («Борьба с сахарным диабетом»)  федераллă программа витĕмĕпе Пушкăртстана  36,7 млн тенкĕ хушса парĕç.

Пушкăртстана сахăр диабечĕпе кĕрешме федераллă хыснаран 36,7 млн тенкĕ уйăрĕç
Пушкăртстана сахăр диабечĕпе кĕрешме федераллă хыснаран 36,7 млн тенкĕ уйăрĕç

Раççей Правительствин тивĕçлĕ хушăвне министрсен кабинетĕнче пичетлесе кăларнă.

Пурĕ регионсене 1,35 млрд тенкĕ уйăрнă. Документра укçа-тенке инçетри территорисенче вырнаçнă медицина организацийĕсене сахăр диабетне тупса палăртмалли, пациентсен сывлăхне сăнаса тăмалли оборудование туянма тăкакласси çинчен палăртнă.

2022 çулта диспансер учетĕнче 124 204 сахăр диабечĕпе чирлĕ çын пулнă. Федераллă регистрта асăннă чирпе чирлекен 122 602 аслă çын тата 1602 ача учетра тăраççĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: