Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
2 Ноябрӗн 2023, 15:15

Компьютер умĕнче хăш вăхăтчен ларма юрать?

Пушкăртстанри Роспотребнадзор управленинче  компьютер е гаджет умĕнче ирттермелли ачасен сывлăхĕшĕн хăрушлăхсăр вăхăта палăртнă. 

Компьютер умĕнче хăш вăхăтчен ларма юрать?
Компьютер умĕнче хăш вăхăтчен ларма юрать?

Ведомствăра ĕçлекен Регина Акмалова «Салям» передачăн тÿрĕ эфирĕнче 7-10 çулхи вĕренекенсем кунне 30-50 минут, 11-18 çулхисем 1-3 сехет ларма юрани çинчен пĕлтернĕ.

Çавăн пекех 7-9 çулхи ачасемшĕн ăс-тăнпа ĕçлеме тивĕç сехетсем 1,5 сехетрен, 10-12 çулхисемшĕн 3 сехетрен, 13-16 çулхисемшĕн 4 сехетрен ытла пулмалла мар.

- Алăпа тата пуçпа ĕçлени хушшинче шайлашу пулмалла. Ытларах вăхăта уçă сывлăшра ирттермелле, хускануллă вăйăсем вылясан аванрах. Çавăн пекех апатлану режимне пăхăнмалла, пахалăхлă ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апат (пайлани тивĕçлĕ 20-25% тата 30%) пулмалла. Вĕсем хушшинче пахча çимĕç,  улма-çырла, мăйăр çикелесе илмелле. Сайра хутра фастфуд çиме е газировка ĕçме те юрать, сахал çеç усă курнипе вĕсем сиен кÿрес çук, - палăртнă передачăна килнĕ хăна.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: