Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
20 Декабрӗн 2023, 15:40

Тата тепĕр районта çĕнĕ ФАП уçăлнă

Туймазă районĕнчи Тукаево ялĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.

Тата тепĕр районта çĕнĕ ФАП уçăлнă
Тата тепĕр районта çĕнĕ ФАП уçăлнă

Çĕнĕ ФАПра халăха планпа килĕшÿллĕн тата васкавлă пулăшу пама мĕн кирли йăлтах пур. Медицина çуртне мĕнпур коммуникаципе çыхăнтарнă, сивĕ тата ăшă шывпа, çутăпа  тивĕçтернĕ.

Асăннă ФАПра медицинăпа санитари пулăшăвĕпе 481 çын усă курать, вĕсенчен 77-шĕ – ачасем.

 - Çĕнĕ çурт туса панăшăн чунтан савăнатпăр. Кунта халĕ вырăнта пурăнакансем кирлĕ пулăшу илме, вакцинаци тата диспансеризаци иртме пултараççĕ, - палăртнă ФАП ертÿçи Шахноза Мухтарова.

Пĕтĕмĕшле 2023 çулта Пушкăртстанра 75 çĕнĕ ФАП, 10 тухтăр амбулаторийĕ тата тухтăрсен пĕтĕмĕшле практикин пилĕк кабинечĕ ĕçлеме пуçлĕç тесе пĕлтернĕ ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: