Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Декабрӗн 2023, 13:35

Дуван районĕнче ача-пăча поликлиникине хăпартса пĕтернĕ

Дуван районĕнчи Месягутово салинче ача-пăча поликлиникине хăпартас ĕç вĕçленнĕ. Вăл пĕр сменăра 200 çын йышăнма пултарать.

Дуван районĕнче ача-пăча поликлиникине хăпартса пĕтернĕ
Дуван районĕнче ача-пăча поликлиникине хăпартса пĕтернĕ

Кунтах кăнтăрлахи стационар, ача-пăча блокĕ  тата хĕрарăмсен консультацийĕ вырнаçнă. Строительство ĕçĕсен хакĕ 1,4 млрд тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 373,8 млн тенкине федераллă бюджетран уйăрнă.

Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин ăнлантарса панă тăрăх, юлашки çулсенче Дуван районĕнче халăх йышĕ самаях ÿснĕ. Паянхи кун ĕçлекен Месягутовăри тĕп район больницинче аслисемпе ачасем пулăшу илеççĕ. Çапла майпа вăл пĕр сменăра 400 ытла пациент йышăнать. Çакă медицина ĕçченĕсемпе пациентсене хушма чăрмав кăларса тăратать. Мĕншĕн тесен çурта 1985 çулта хăпартнă, пĕр сменăра 200 çынна пулăшу пама пултарнă.

Хĕрарăмсен консультацийĕ пĕр сменăра 60 çын йышăнĕ, ачасене васкавлă пулăшу паракан блокра тата кăнтăрлахи стационарта 10 пациент вырнаçмалăх вырăн. Ача-пăча блокĕнче участокри педиатрсем, оториноларинголог, офтальмолог, невролог, травматолог-ортопед, хирург, гинеколог, эндокринолог, ортодонт, психиатр, логопед, медицина психологĕ йышăнĕç. Çавăн пекех профилактика, лаборатори, физиотерапевт уйрăмĕсем, массаж кабинечĕ ĕçлĕç. Çуртăн 4-мĕш хутĕнче кăнтăрлахи стационар тата амбулатори реабилитацийĕн уйрăмĕ вырнаçнă.

Поликлиника 2024 çулхи январь уйăхĕнче ĕçлеме тытăнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: