Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
8 Кӑрлач , 14:15

Пушкăртстанра пĕрремĕш ФАП уçăлнă

Çак кунсенче Абзелил районĕнчи Якты-Куль ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Унта вăй хуракан специалистсем вырăнти халăха пысăк пахалăхлă  медицина пулăшăвĕ парĕç.

Пушкăртстанра пĕрремĕш ФАП уçăлнă
Пушкăртстанра пĕрремĕш ФАП уçăлнă

Республикăри Управлени центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку таврара çакăн йышши учреждени пирвайхи хут уçăлнă.

Медицина çуртне «Пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕн системине аталантарасси» регион шайĕнче хăпартнă. Вăл паянхи самана ыйтнине пур енчен те тивĕçтерет.

«Халĕ ял çыннисем ялтан тухмасăр пирвайхи медицина пулăшăвне илме пултарĕç», - тесе çырнă муниципалитет пуçлăхĕ Ильдар Нафиков социаллă сетьсенче.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: