Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
9 Кӑрлач , 09:55

«Земство тухтăрĕ» программа тăрăх пĕтĕмлетÿсем тунă

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче 2023 çулта ĕçленĕ «Земство тухтăрĕ» программăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ведомство кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул асăннă программа витĕмĕпе республикăри 83 тухтăр 1,5 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ, 62 тухтăр – пĕршер млн тенкĕ. Çавăн пекех 49 фельдшерпа акушера тата медицина сестрине 750-шар пин тенкĕ панă, вĕсен 19 ĕçтешне – 500-шер пин тенкĕ.

«Земство тухтăрĕ» программа тăрăх пĕтĕмлетÿсем тунă
«Земство тухтăрĕ» программа тăрăх пĕтĕмлетÿсем тунă

Унсăр пуçне «Земство фельдшерĕ» программа витĕмĕпе тата 33 фельдшер (акушер) 500-шер пин тенкĕ илнĕ.

Астутаратпăр, медицина ĕçченĕсене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем тăрăх  компенсаци тÿлевĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Тухтăрсем - пĕршер миллион тенкĕ, фельдшерсемпе акушерсем тата медицина сестрисем 500-шер пин тенкĕ илме пултараççĕ. Енчен те ял-саласем аякра е çитме йывăр территорисенче вырнаçнă пулсан компенсаци тÿлевĕсен виçи 1,5 млн тата 750 пин тенке çити ÿсеççĕ.

2023 çулта федераллă  бюджетра «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем шайĕнче медицина ĕçченĕсене  тÿлевсемпе тивĕçтерме 6 млрд тенкĕ уйăрнă.    

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: