Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
1 Нарӑсӑн , 11:50

Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр

Çак кунсенче Иглин районĕнчи Охлебинино ялĕнче çĕнĕ амбулатори уçăлнă. Медицина çуртне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе хăпартнă.

Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр
Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр

Ялти медицина пункчĕн ĕçĕ пирки республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Айрат Рахматуллин каласа панă. Амбулаторинчи пÿлĕмпе оборудовани хальхи вăхăтри стандартсене тата санитари нормисене тивĕçтерсе тăрать. Кабинетсенче ăшă, шыв юхса кĕмелли тата тухмалли пăрăхсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсемпе пациентсем валли сивĕ тата вĕри шыв пур. Айрат Рахматуллин палăртнă тăрăх, пациентсене йышăнма, вакцинаципе диспансеризаци ирттерме мĕнпур условисем туса панă.

Охлебининăра 14 ялта пурăнакан 3 пине яхăн çын медицина пулăшăвне илме пултарĕ. Çав шутра 330 ача пулнине палăртса хăвармалла.

 - Çулсерен эпир чи аякра вырнаçнă ял-саласенче темиçе теçетке модульлĕ конструкцисем хăпартатпăр. Кăçалхи планра -  54 модульлĕ ФАП тата пилĕк амбулатори,  - тенĕ Айрат Рахматуллин. 

 

Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр
Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр
Çĕнĕ амбулатори 3 пин пациента йышăнма хатĕр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: