Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
2 Нарӑсӑн , 15:55

Аритми чирĕпе чирлекен пациентсен пурнăçне çăлса хăваракан эмел хатĕрлеççĕ

РАН Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн Хими институчĕн ăсчахĕсем лабораторисенче медицина препарачĕ – антиаритмика - хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ.

Аритми чирĕпе чирлекен пациентсен пурнăçне çăлса хăваракан эмел хатĕрлеççĕ
Аритми чирĕпе чирлекен пациентсен пурнăçне çăлса хăваракан эмел хатĕрлеççĕ

Паянхи кун чĕре ĕçĕн ритмĕ пăсăлнине «Аллапининпа» сиплеççĕ. Ăна та пушкăрт ăсчахĕсем шутласа кăларнă. Вăл шывра ирĕлмест, çавăнпа эмеле шывпа ĕçмелле, витĕм кÿрессине кĕтмелле. Çĕнĕ препарат «васкавлă пулăшу» вырăнне те, операци вăхăтĕнче те усă курма пулĕ.

 - Сăмахран, операци вăхăтĕнче çыннăн аритми пуçланнă. Начар пулăма самантрах чармалла. Эпир çĕнĕ, шывра ирĕлекен антиаритмика шутласа кăлартăмăр. Халĕ вăл клиника тĕрĕслевĕсем иртет. Ку эмелĕн усси вăйлă. Ăна пирĕн академик Марат Юнусов шухăшласа кăларнă,  - тесе пĕлтернĕ институт директорĕ Сергей Хурсан.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: