Раççей регионĕсенче çакăн йышши программăсем ĕçлеççĕ, халĕ ачасене ишме вĕрентесси пĕтĕм Раççейĕпе сарăлĕ. Хушура çырнă тăрăх, бассейн пур шкулсенче ачасене 2 класран ишме вĕрентме тытăнĕç. Çапла майпа 2030 çул тĕлне шкулсенчи ачасен 80% ишме вĕренмелле.
- Пĕтĕмĕшле программа тăрăх , çитес 6 çул хушшинче 12,5 миллион ача, çав шутра 124 пин тулли пурнăçпа пурăнма пултарайман тата сусăр ача ишме вĕренĕç, - тесе çырнă правительство сайтĕнче.
Çак çулăн пĕрремĕш кварталĕнчех Раççейĕн 14 регионĕнче ачасене ишме вĕрентессин эксперименталлă программине хута ярĕç. Бассейнсенче занятисем ирттерме социаллă заказ йĕркелĕç. Ачасемпе ĕçлекен тренерсен квалификацине ÿстермелли программăсем ĕçлĕç.
2022 çулта Ĕпхÿ хулинче «Ишесси пурин валли те» проект ĕçлеме тытăннă. Ăна республика гранчĕпе усă курса Пушкăртстан спорт министерстви пурнăçа кĕртет. Занятисем тÿлевсĕр иртеççĕ.