Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
18 Мартӑн , 16:05

Караидель районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче Караидель районĕнчи Деушево ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăйĕн алăкĕсене уçнă.

Караидель районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Караидель районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Пациентсене медицина пулăшăвĕ пама тата медицина ĕçченĕсене ĕçлеме хăтлă условисем туса панă. Медицина çуртĕнче чирлисене йышăнмалли тата эмелсене упрамалли пÿлĕмсем, процедура кабинечĕ, санузел пур. ФАПа вĕри тата сивĕ шывпа, çутăпа çыхăнтарнă. Кабинетсене кирлĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.

Çĕнĕ медицина çуртĕнче пысăк опытлă Илюся Исмагилова фельдшер ĕçлĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çулпа танлашать. ФАПра вырăнта пурăнакансем диспансеризаци тата профилактика тишкерĕвĕсем иртме, эмелсем илме рецепт çыртарма, больница листи уçтарма пултараççĕ.

Регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки пилĕк çул хушшинче республикăра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе 353 модульлĕ конструкци хăпартнă. Çав шутра – ФАПсем, тухтăр амбулаторийĕсем, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕсем. Унсăр пуçне 64 медицина учрежденине тĕпрен юсанă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: