Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
27 Мартӑн , 11:33

Вейп туртнă хыççăн психиатри больницине лекнĕ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан арçынна вăрах вăхăт вейп (электрон сигарет) туртнипе Республикăри клиника психиатри больницине вырнаçтарнă. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин каласа панă.

Вейп туртнă хыççăн психиатри больницине лекнĕ
Вейп туртнă хыççăн психиатри больницине лекнĕ

Пациент хăйне начар туйнă – пуçа ăссăр шухăшсем пырса кĕни çинчен пĕлтернĕ, галлюцинацисемпе аптранă. Лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ хыççăн унăн организмĕнче никотин тытăмлă япаласем ытлашшипе пулнине асăрханă. Психиатр-тухтăр арçын ахаль сигаретсемпе черетлесе вейп нумай туртнине çирĕплетнĕ.
- Электрон сигарет туртнă чух организма нумай сиенлĕ япаласем лекеççĕ. Вĕсенчен пĕри – акролеин, питĕрех те наркăмăшлă шутланать. Вейп пуç мимин аталанăвне чакарать, астăвăма, тимлĕхе, нерв системине начар витĕм кÿрет, - палăртнă Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрĕ. – Çавăн пекех иммунитет вăйсăрланни, ÿпкесемпе чĕре тĕртĕмĕсем пăсăлни, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ начарланни те куç кĕрет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: