Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
3 Апрелӗн , 12:28

Ĕпхÿри хирургсем сайра хутра тăвакан операци ирттернĕ

Ĕпхÿ хулинчи республика кардиоцентрĕнчи тухтăрсем сайра хутра тăвакан операци туса ирттернĕ, ун вăхăтĕнче вĕсем пациентăн ÿтне 30 градус таран сивĕтнĕ.

Ĕпхÿри хирургсем сайра хутра  тăвакан операци ирттернĕ
Ĕпхÿри хирургсем сайра хутра тăвакан операци ирттернĕ

Бурай районĕнче пурăнакан хĕрарăм çуралсанах чĕре çитменлĕхĕпе аптранă, тăтăшах кардиолог патĕнче сăнаннă. Нумай пулмасть вăл кăкăрĕ тĕлĕнче ыратни, ÿслĕк тарăхтарни, вăй çукки çинчен пĕлтернĕ. Тухтăрсем ăна кардиоцентра янă.

Медицина ĕçченĕсем пациенткăн сулахай тата сылтăм ыйхă артерийĕсем çине 6 см виçеллĕ акăш-макăш пысăк аневризма сарăлнине асăрханă. Хирургсем Бенталла де Боно операцине ирттернĕ, вĕсем сий çине пайланнă сосуда касса илнĕ те ун вырăнне протез лартнă, чĕре таппине йĕркелеме кардиостимулятор вырнаçтарнă.  Операци виçĕ сехете яхан тăсăлнă. Хĕрарăм ÿтне искусствăлла юн çаврăнăшĕпе усă курса 30 градус таран сивĕтнĕ. Пациент хăйне лайăх туять, реабилитаци иртме хатĕрленет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: